III. Ҫӗнӗ темӑна вӗрентни

Еҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи» сӑввипе

урок ирттермелли план-конспект

Урок теми: «Ҫеҫпӗл Мишшин чӑвашлӑх туйӑмӗ сӑввисенче палӑрни»
Урок тӗсӗ: хайлава тишкермелли урок
Урок тӗллевӗсем:
пӗлÿ тӗллевӗсем: - поэтӑн биографине кӗскен аса илни; - ачасене сӑвӑсене илемлӗ вуласа ӑнланма, тӗп шухӑшне палӑртма.ю пӗтӗмлетÿсем тума вӗрентесси;
аталантару тӗллевӗ: - сӑвӑсен шухӑшне тарӑнрах ӑнланас пултарулӑха аталантарасси;
Сапӑрлах тӗллевӗ: - сӑвӑсене вуланӑ май ачасен чӑвашлӑх туӑмне вӑйлӑлатасси.
Урок мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, учитель вулавӗ, ачасен вулавӗ, ыйту-хурав, тишкерÿ, кластер, пӗтӗмлетÿ.
Пуплеве аталантарасси: палӑртуллӑ вулав, вуланине тишкересси, ачасен калаҫу пуплевне аталантарасси.
Словарь ӗҫе: Хурҫӑ – стальной. Тӗрӗк чӗлхисенче курч, корыч, хурз тесе калаҫҫӗ. «Сталь» сӑмах вырӑс чӗлхине нимӗҫ чӗлхинчен кӗнӗ. Чи паха хурҫӑ - булат, булатная сталь. Унран авал хӗҫсем тунӑ. Хурҫӑ тимӗртен кил хушшинче, ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра кирлӗ япаласене тӑваҫҫӗ. Хӑват – мощность. Ҫичӗ ют – ҫичӗ сыпӑк хыҫҫӑнхисем, анчах тӑшман мар. Хальхи чӗлхере ҫыравҫӑсем час-часах "ҫичӗ ют" сӑмахпа "тӑшмана" пӗрпеклетеҫҫӗ. Ҫичӗ ют — тепле пулсан та пӗр ӑрури е йӑхри ҫын; тӑшман — ют ӑру е ют йӑх ҫынни.  
Урока кирлӗ хатӗрсем: вӗренÿпе вулав кӗнеки, презентаци

Урок юхӑмӗ

I. Класа йӗркелени

1. Сывлӑх сунни.

2. Дежурнӑйран кам ҫуккине ыйтса пӗлни.

3. Урок темипе тата тӗллевӗпе паллаштарни.

II. Вӗреннине аса илни.

1. Ыйту-хурав:

Еҫпӗл Мишшин чӑн хушамачӗ...

… Кузьмин

Еҫпӗл Мишши хӑҫан тата ӑҫта ҫуралнӑ?

Ҫеҫпӗл Мишши 1899 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 4 (16)-мӗшӗнче хальхи Чӑваш Республикин Канаш районне кӗрекен Касаккасси (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Михаил Кузьмина ачаранпах мӗнле чир аптратнӑ?

Ача чухне пӗррехинче Мишша мунча кӗнӗ хыҫҫӑн тантӑшӗсемпе лаша ҫитерме кайнӑ та шӑнса пӑсӑлнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл уксахласах утма пуҫланӑ, каярах ӑна шӑмӑ туберкулёзӗ аптратма пуҫланӑ.

Еҫпӗл Мишши ӑҫта вӗреннӗ?

1914 – 1917 ҫулсене Ҫеҫпӗл Шӑхасанти шкулта, 1917 ҫулхи кӗркуннеренпе Теччӗри учителсем хатӗрлекен семинарире, унтан пӗр вӑхӑт хушши Киеври художество училищинче вӗренет.

2. Кластер

III. Ҫӗнӗ темӑна вӗрентни - student2.ru Сӑвӑҫ

Хӗрлӗ Ҫар салакӗ Ҫеҫпӗл Мишши Ӱнерҫӗ

Юрист Революционер

III. Ҫӗнӗ темӑна вӗрентни

1. Учитель сӑмахӗ

Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш халӑх культурине ҫӗклессишӗн пӗтӗм вӑйне хунӑ. Ҫӗнӗ, ирӗклӗ пурнӑҫ тӑвас ӗҫре тӑван чӗлхе питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине курнӑ вӑл.

2. Произведенипе ӗҫлени

1) Учитель вулавӗ

Чӑвaш чӗлхи*

Лбов юлташа хисеплесе*

Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-каварӗ,

Ҫут тӗнче ҫуталчӗ, иртрӗ авалхи.

Тӗттӗмӗ тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ –

Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи!

Миҫе ӗмӗр витӗр асаппа тухмарӑн

Миҫе ҫичӗ ютӑн мӑшкӑлӗ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.

Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та

Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, –

Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх

Ют чĕлхесенчен кая пулме сан.

Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!

Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:

Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм,

Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.

Аслă Атăл урлă, Атăл шывĕ майĕ,

Вăрман витĕр кайĕ мухтавлă яту;

Кĕсле кĕвви саслă янраттарса кайĕ,

Уйăхăн-хĕвелĕн çунĕ хăвату.

Атăл хумĕсенĕн шавланисене те,

Хăвна та ӳстернĕ ват Шупашкара,

Ирĕклĕ çĕршывăн ырă ирĕкне те

Юрӑ хурса мухтăн асăнса вара.

Сана шанаканĕ, çакна çыраканĕ

Çĕр айĕнче выртĕ тăлăххăн ун чух,

Хăй çийĕнчи çĕрĕ ăна пусса анĕ,

Сан чапна курмасшкăн тăма пулас çук.

Ун çинче чăвашăн чĕлхи чапĕ пулĕ,

Тăпри çинче янрĕ ирĕклĕх юрри, –

Вара вильнĕскерӗ канлĕ-канлĕ выртĕ,

Канлĕ, çăмăл пулĕ çийĕнчи тăпри.

* «Чаваш чӗлхи» сӑвӑ малтанхи хут «Канаш» хаҫатра 1920 ҫулхи чÿкӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Сӑвва хӑҫан ҫырнине хаҫатра палӑртман. Сӑвӑ айне: «Шупашкар. Ҫеҫпӗл Мишши», - тесе алӑ пуснӑ.

* Лбов - Александр Петрович Лбов, 1918-1920 ҫулсенче вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе «Канаш» хаҫатӑн яваплӑ редакторӗнче ӗҫленӗскер.

2) Словарь ӗҫӗ.

Хурҫӑ – стальной. Тӗрӗк чӗлхисенче курч, корыч, хурз тесе калаҫҫӗ. «Сталь» сӑмах вырӑс чӗлхине нимӗҫ чӗлхинчен кӗнӗ. Чи паха хурҫӑ - булат, булатная сталь. Унран авал хӗҫсем тунӑ. Хурҫӑ тимӗртен кил хушшинче, ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра кирлӗ япаласене тӑваҫҫӗ.

Хӑват – мощность.

Ҫичӗ ют – ҫичӗ сыпӑк хыҫҫӑнхисем, анчах тӑшман мар. Хальхи чӗлхере ҫыравҫӑсем час-часах "ҫичӗ ют" сӑмахпа "тӑшмана" пӗрпеклетеҫҫӗ. Ҫичӗ ют — тепле пулсан та пӗр ӑрури е йӑхри ҫын; тӑшман — ют ӑру е ют йӑх ҫынни.

3) Ачасен илемлӗ вулавӗ.

4) Ыйту-хурав.

152-мӗш страницӑри «Вуланине лайӑх астӑватӑр-и?» блокри ыйтусем ҫине хуравлани.

5) Тишкерÿ:

А) Сӑввӑн стильне тишкерни:

* Сӑвӑ виҫине палӑртни:

Тӗн-че-не´ та-са´-трӗ и´-рӗк ву´т-кӑ-ва´рӗ,

Ҫу´т тӗн-че´ ҫу-та´л-чӗ, и´рт-рӗ а-вал-хи´.

Хорей

* Рифма тӗсне кӑтартни

Хӗреслӗ рифма

* Илемлӗх мелӗсемпе ӗҫлени

Эпитетсем:кӑмӑллӑ ҫӗршывӑн кӑмӑллӑ чӗлхиҫӗм, хӗрлӗ хӗрнӗ хиурҫӑ, ҫунтаракан ҫиҫӗм, вӗри вутлӑ ҫулӑм, аслӑ Атӑл…

Сӑпатлантару:тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ…

Метафора: тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ, ҫут тӗнче ҫуталчӗ…

3. «Лирика тӗсӗсем. Сӑмахсен ытарлӑ тата куҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗ» статьяпа ӗҫлени.

1) Ачасем черетпе вулани;

2) Тӗп шухӑшсене конспектласа ҫырни.

Наши рекомендации