Образец перевода информации о учреждении среднего профессионального обучения
Шупашкарти çурт тăвăмпа хула хуçалăх техникумĕ 2002 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкарти строительство тата Шупашкарти политехника техникумĕсене пĕрлештернипе йĕркеленнĕ.
Техникумри майсемпе усă курса шкул ачисене те професси пĕлĕвĕ параççĕ, профессие суйлама пулăшаççĕ.
Кĕретĕн (очно) тата кĕретсĕр (заочно) вĕренекен студентсен йышĕ 2200 ытла, курс мелĕпе пĕлÿ илекенсем — 300 ытла. Çулсеренех техникумран 500 çынран кая мар вĕренсе тухать.
Хăйĕн профильне техникум 80 çул ытла тытса пырать — çурт-йĕр тăвăмне, энергетикăна тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха кадрсемпе тивĕçтерет. Техникум профильлĕ специальноçсене тата çум специальноçсене вĕрентессине пурнăç ыйтнă пек çĕнетсе пыма тăрăшать.
Чăваш Республикин экономикишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çурт-йĕр тăвăмне, энергетикăна тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерессине техникум хăйĕн тĕллевĕ тесе шутлать.
Вĕренÿпе производствăра пĕрлĕхлĕ социаллă ĕçтешлĕхе аталантарса пырасси техникум ĕçĕ-хĕлĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Техникума тĕпе хурса Çурт-йĕр комплексĕн, энергетикăн тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн организацийĕсемпе предприятийĕсен, вĕренÿ заведенийĕсен «Вĕренÿпе производство хутлăхĕ» ассоциацине йĕркеленĕ. Ассоциаци çав сферăсенче ĕçлекенсене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕллевĕ — отрасль валли кадрсем хатĕрленĕ тата специалистсене çĕнĕ ĕçе вĕрентнĕ, вĕсен квалификацине ÿстернĕ чухне ассоциаци пайташĕсен пĕрлехи интересĕсене палăртасси тата хÿтĕлесси.
Техникумра Хушма вĕренÿ паракан уйрăм тата Ĕçлев сыхлавĕн центрĕ пур. Центрăн тивĕçĕ — ятарлă пĕлÿллĕ рабочисене вĕрентсе хатĕрлесси, вĕсен квалификацине ÿстересси тата çĕн ĕçе хăнăхтарасси, малашлăхла курса ĕçлесси, шкул ачисене професси пĕлĕвĕ парасси тата профессие суйлама пулăшасси, сертификата юрăхлă пĕлÿ тата карьера канашĕсем парасси, вĕренекенсемпе ĕçсĕррисене професси суйлама пулăшасси.
Шупашкарти çурт тăвăмпа хула хуçалăх техникумĕнче опытлă педагогсен йышĕ ĕçлени çамрăксене тарăн пĕлÿ илме май парать. Çут çанталăк пĕлĕвне, пĕтĕмĕшле гуманитари ăслăлăхне тата социаллă пурнăçпа экономика дисциплинисене вĕрентекенсем чылайăшĕ университетра тата педагогика институтĕнче тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Профессие хăнăхтаракансем тата ятарлă дисциплинăсене вĕрентекенсем — производство предприятийĕсемпе организацисенче нумай çул ĕçлесе профильлĕ пĕлĕве туптанă çынсем. Преподавательсен 46 проценчĕн педагогика стажĕ 15-шер çул ытла.
Техникума Професилле вĕренÿ академийĕн чăн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăславçи, техника ăслăлăхĕсен докторĕ Петр Владимирович Мишин профессор ăнăçлă ертсе пырать.
Техникум тытăмĕнче вĕренÿ тата вĕренÿпе производство корпусĕсем — 2-шер, производство ăсталăхĕн пÿлĕмĕсем — 6, ятарлă кабинетсемпе лабораторисем — 60, лару тата канашлу залĕсем — 1-ер, апатлану пÿлĕмĕ — 2, çавăн пекех кафе, спортпа сывлăх комплексĕ пур. Ун йышне вара спорт тата тренажер залĕсем, стадионсем, йĕлтĕр бази, 4 йышши процедура кабинечĕллĕ сыватăш кĕреççĕ. Кунсăр пуçне виçĕ вĕренÿ полигонĕ ĕçлет: «Вĕренÿ хăна çурчĕ», «Геодези полигонĕ», «Çурт-йĕр тăвăмĕпе ландшафт дизайнĕ».
Информаци пурлăхĕпе усă курма библиотека тата компьютерпа информаци центрĕ пулăшать. Кĕнеке йышĕ икĕ вĕренÿ корпусĕнче упранать, унта тĕп тата хушма литература, хаçат-журнал илсе вулама пулать, вулавăшра çавăн пекех илемлĕ литература фондне йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне вулав залĕнче электронлă информаци управçисемпе ĕçлеме майсем туса панă: ятарлă ĕç вырăнĕсем пур, Интернета чикĕсĕр тухма пулать, техникумăн электронлă вĕренÿ порталĕнче вырнаçнă документсемпе ирĕклĕн усă курмашкăн вырăнти тетел ĕçлет.
Вĕренекенсем валли 600 вырăнлă хăтлă общежитисем 2 таран, унта 4 йышши процедура кабинечĕллĕ сыватăш, столовăйпа буфет, кану пÿлĕмĕпе тренажер залĕсем пур. Студентсен 1-мĕш общежитийĕ «Пысăк культурăллă общежити» ята тивĕçрĕ, 2-мĕш общежити вара студентсем пурăнакан çуртсен конкурсĕнче темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарчĕ.
Техникум студенчĕсем тĕнче шайĕнчи, пĕтĕм Раççейри, республикăри мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Çав шутра: вĕренекен çамрăксен пултарулăхĕн «Яшлăх. Ăслăлăх. Культура», «Портфолио», «Анлă Атăл Яшлăхĕ» конференци-фестивальсем, предмет олимпиадисем, професси ăсталăхĕн конкурсĕсем, «Çамрăк талантсем», «Студентсен çуркунни» илемлĕ пултарулăх фестивалĕсем тата ытти те.